Габдулла Тукай Каймастпґр!
Пєрисем пире, ыр суннґн, ӱкєтлеҫҫє тґрґшса: Султансен енне ҫул тытґр, ҫитє хєн-асап курса! Ѕук, каймастпґр! Йывґр пултґр, ют ене каймастпґрах! Шпионсем унта, пєлетпєр,...
Пєрисем пире, ыр суннґн, ӱкєтлеҫҫє тґрґшса:
Султансен енне ҫул тытґр, ҫитє хєн-асап курса!
Ѕук, каймастпґр! Йывґр пултґр, ют ене каймастпґрах!
Шпионсем унта, пєлетпєр, кунтинчен те ытларах!
Пушґт вґл таста та пушґт, казаксем - казаксемех.
Сурансем те, ав, таҫта та ыратаҫҫє пєр пекех.
Тав Турра, хысна вґрри те ют енре те мґй таран.
Чухґнсем ют тґрґхра та ыр курмаҫҫє пуянран.
Ухмаха эпир ермен-ха — пґрахса тґван ене,
Ют вутпа кєллентермешкєн, ҫунтармашкґн чунсене!
Пирєнпе пєрле кайсассґн ют ене хуламґрсем,
Утнґ ҫулґмґр, шґпамґр — курґпґр юта ҫитсе.
Ѕуралатпґр та вилетпєр аттесен ҫєршывєнче.
Пуҫсене эпир таятпґр несєлсемєр умєнче.
Пулатех Раҫҫей телейлє — шґп ҫакна єненнєрен,
Ѕук, каймастпґр, ан та чєнєр, йєксєксем, тек ют ҫєре!
Сґмахпа ҫеҫ каламастпґр, пичетлетпєр шур хута:
- Если лучше вам, туда пожалте сами, господа!
Чуашчага В.Тургай тәрҗемәсе (Г.Тукайның "Китмибез!" шигыре).
(Чыганак/Источник: Тукай Г.М. Шигырьләр (татар, рус, башкорт, чуваш, удмурт, мари телләрендә). - Казан: Татар. кит. нәшр., 2011. – 135 б).