ТАТ РУС ENG

Габдулла Тукай Хґйне хґй вєлерекене


Эс тарса ӱкесшєн пултґн пурнґҫран,
Чєрӱпе чуну ытла ыратнґран.

Урґх нимєн те пєлмерєн-им тума? —
Пит ансат таса ҫєре кєрсе выртма.

Мєн тери эс йґнґшнґ, айван этем!
Тамґкран тухаймґн, тусґм, эс текех.

Вил се выртнґ сан ӱтӱ-пєвӱ кґна.
Вилєм тєкєнмен те пєртте сан чунна.

Мєншєн пурнґҫє пєрин пачах ґнмасть?
Ма тесен ҫав ҫыннґн чунє сывалмасть.

Чирлє чунупа эс чґн ҫєре кайсан,
Асапран нихҫан та курмґн тасалса.

Ӳт тени вґл чуншґн тумтир пек кґна,
Хывас марччє питє васкаса ґна.

Хґв валли кґна эс пурґнман пулсан,
Хґв ҫине васкавлґн алґ хумасан,

Пулґттґн телейлє пурпєр ҫєр ҫинче.
Ма кґшт шутламарґн йґнґш тґвиччен?..

Халь вара эс вилнє, вилнє эс, айван.
Ѕук сана, тґванґм, ҫук-ҫке ҫґлакан.

1910

Чуашчага В.Тургай тәрҗемәсе (Г.Тукайның "Катиле нәфескә" шигыре).

(Чыганак/Источник: Тукай Г.М. Шигырьләр (татар, рус, башкорт, чуваш, удмурт,
мари телләрендә). — Казан: Татар. кит. нәшр., 2011. – 135 б).


 

 

Комментарий язарга


*