ТАТ РУС ENG

Габдулла Тукай Сєнӱ

 (Лермонтов майла)

Тархасшґн, ан юрат! Пул ирєклє ялан,
Хєрсен енне пґхма куҫу ан хґйтґр сан.

Писсем юратуран, ирєклєхне ҫґлсам,
Май пур чухне унран тєнче хєрне тарсам!

Ун тыткґнне лексен, пєтетєн эс, пєтен,
Ун тарҫи пек, ялан унпа пєрле ҫӱрен,

Сана вґл сывлайми, калаҫайми тґвать,
Тем пысґкґш чул пек, сан чєрӱне хуплать.

Вґл, сан юнна ємсе, йал илє ӱлємрен,
Унран вґйлґраххи тек пулмє тєнчере!

Ѕав шухґ пикене эс савґн яланах,
Анчах та телейне тупаймґн эс ҫавах.

Ѕул хыҫҫан ҫул иртсен, ылханґн шґпуна,
Кєл пек шап-шурґ ҫуҫ шуратє сан пуҫна.

Тунсґхлґскер, хуллен эс хупґн та куҫна,
Анланґн: юрату — самантлґха кґна.

Кун хуҫҫґн кун, ҫиҫҫе, ак, иртє те тинех
Анланґн эс хґвах ма тунсґх сиввине.

Ак єнтє эс выртан, хґв вилємне кєтсе,
Вґл пурпєрех килсе ҫитессине пєлсе.

Куҫу умне тахҫан пулса иртни тухсан,
Ѕав ґраскал тепре сан чєрӱне тулсан,

Каллех таса куҫҫуль хємленє куҫунта,
Пґлхавлґ туйґмсем хускалєҫ чунунта.

Пурґнмалла ансат ҫак аслґ ҫєр ҫинче —
Ан сӱнтєр юрату этемєн чєринче!

Кґмґллґрах — кайма, черет ҫитсен, лере,
«Эп — пєр-пєччен!» тесе кулмашкґн эсрелрен.
 
Чунна эс асапран пит упрасах тесен,
Ана пєр ҫєҫєпе кґна эс чиктерсем.

Ик чун ҫухатмасан, пєр чун ҫухатнґ чух,    —
Ик хут эп ытларах асапланассам ҫук!

1907

 Чуашчага В.Тургай тәрҗемәсе (Г.Тукайның "Хөррият хакында" шигыре).

(Чыганак/Источник: Тукай Г.М. Шигырьләр (татар, рус, башкорт, чуваш, удмурт,
мари телләрендә). — Казан: Татар. кит. нәшр., 2011. – 135 б).


 

Комментарий язарга


*